Çунана çеç мар, урапана та çуллах хатĕрлемелле
Ваттисем хĕл кунĕнче ярăнакан çунана çуллах хатĕрлеме хушнă. Маларах шута илсе пурнăçланă ĕç яланах тĕплĕ те, вырăнлă та. Çанталăк хура кĕркунне еннелле куçса, ирĕн-каçăн сивĕ сывлăм ỹксе шăнтса пынă май водительсен те çак кунсенчех çуллахи урапасене хĕллехипе çĕнетмелле. Çывăх вăхăтрах çулсем пăрлакланма пултараççĕ. Çавăнпа та çуллахи кустăрмасене йĕплисемпе улăштарманни çул çинче пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, аварилле лару-тăру туса хума е инкекпех вĕçленме те пултарать. Малашне автомашинăна хĕллехи "тум" çине куçарман пулсан инçе çула тухма теветкеллĕ.
Çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Сăрталла хăпарнă е аннă чухне сехетре 80-90 çухрăм хăвăртлăхпа пырсан та хĕллехи урапапа шуçлак çулта хăрушах мар. Ун пек чухне аварилле лару-тăруран пăрăнма та çăмăлтарах. Çул кĕске те телейлĕ пултăр тесен çул-йĕр правилисене те çирĕп пăхăнмалла, автомашинăна та кирлĕ пек пăхса тăмалла, çанталăка кура ураписене вăхăтра улăштармалла. Сăмах май каласан, кĕркунне-çуркунне пулакан аварисен сăлтавĕсенчен пĕри шăпах водительсем кустăрмисене вăхăтра çĕнетменнипе çыхăннă.
Кăçалхи тăхăр уйăхра районта 32 авари (пĕлтĕр 27) пулнă, вĕсенче пиллĕкĕн вилнĕ, 29 çын аманнă.
А. МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ
Авангард