Районта - РФ МЧСĕн республикăри управленийĕн начальникĕн çумĕ
Çак кунсенче Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕпе - пушарпа çăлав подразделенийĕсен службин пай начальникĕпе Роман Дроновпа тĕл пулнă.
Ĕçлĕ тĕл пулура вĕсем Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнче пушар хуралне аталантармалли ыйтусене сỹтсе явнă.
Çавăн пекех халăх пурăнакан вырăнсенче тата уйрăм хуçалăхпа пурăнакансемпе профилактика ĕçне вăйлатас, ял тăрăхĕн субъекчĕсен, муниципалитет тата ирĕклĕ пушар хуралĕн сотрудникĕсен пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе яваплăха ỹстермелли пирки те сăмах хускатнă.
(Хамăр корр.)
Авангард