Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Пĕрле" фондăн ятарлă счечĕ çине - 1,5 миллион тенкĕ

ТУЛЛИ мар мобилизаципе ят тухнисене, хăйсен ирĕкĕпе салтак тумне тăхăнакансене тумтир, ытти кирлĕ япала туянма пулăшас тĕллевпе республикăра "Пĕрле" ятарлă фонд уçни, унта уйрăм çынсем, коллективсем хăйсен тỹпине хывни пирки МИХ хатĕрĕсенче пĕлтерсех тăраççĕ.

Çак кунсенчче пирĕн районти Шăнкăртам ял тăрăхĕн хастарĕсем те фондăн ятарлă счечĕ çине 1,5 миллиона яхăн укçа куçарса панă. Ырă пуçару ыттисемшĕн пархатарлă тĕслĕх пултăр. Çар операцине хутшăнакансене пулăшу хавхалантартăр, çĕнтерỹпе таврăнма вăй хуштăр, пирĕн кĕлĕ вĕсене тăван киле ырă-сывă çаврăнса килме пулăштăр.

Авангард



25 октября 2022
15:40
Поделиться