Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ансамбль - 50-ра, ертỹçи - 75-ре

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче халăх юрăпа ташă ансамблĕн "Истори страницисене уçса" юбилей концерчĕ пулчĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри культура, национальность тата архив ĕçĕсен министерствин профессиллĕ ăсталăх, вĕрентỹ, халăх пултарулăх пайĕн ăсталăх секторĕн заведующийĕ Татьяна Дмитриева, Трактор тăвакансен культура çурчĕн республикăри халăх пултарулăх центрĕн директорĕн çумĕ Валентина Яковлева, Пĕтĕм Раççейри хор обществин республикăри уйрăмĕн председателĕ Светлана Тяхмусова, "Сăвар" халăх ташă ансамблĕн илемлĕх ертỹçи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Раççей кăмăлĕ" премийĕн лауреачĕ Анатолий Музыкантов, Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнчи "Сăрнай" халăх вокал ансамблĕн илемлĕх ертỹçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Енри композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Нăрваш Шăхаль ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, пирĕн ентеш - Вăрманхĕрри Шăхалĕнче çуралнă Николай Эриванов, хăнасем, кỹршĕ районсен делегацийĕсем хутшăнчĕç.

Халăх юррине, йăли-йĕркине анлăн сарас, упраса хăварас, çĕнетсе пырас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывакансене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕç. Нумай çул ансамбле çỹрекенсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕ пачĕç. Çавăн пекех çак чыс сывлăх сыхлавĕн ветеранне, Анатолий Шакин мăшăрне Вера Ивановнăна та çитрĕ. Рудольф Селиванов çавна май çакна палăртрĕ: "Эсир Анатолий Шакина ĕçре хавхалантарса пыма нумай тăрăшатăр".

Чăваш Республикин культурине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Патăрьел халăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертỹçине Анатолий Шакина тата аккомпаниатор-хормейстрне Петр Никитина "Культурăри çитĕнỹсемшĕн" кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕç.

"Районăн 95 çулхи юбилейĕнче 75 çул тултарни, ансамбль 50 çула çитни хавхалантарать те. Районти "Акатуй-сабантуй" та манпа пĕр çулта. Унта пирĕн коллектив çулленех хутшăнать. Миçе юбилей - иксĕлми савăнăç. Пурте кăçал тата!

 Ансамбльпе ĕçлени манăн пурнăç тĕллевĕ. Вăл мана хавхалантарать, ăсталăха малашне те ỹстерсе пыма хистет.

Пуçласа паянхи кунччен ансамбле çỹрекенсене тавах. Анатолий Долгов, Владимир Ширтанов, Николай Михайлов, Елена Викторова, Луиза Леонтьева, Мария Рубцова (хорта юрлакансем), Иван Казаков, Геннадий Михеев, Анатолий Калькин, Елена Николаева (ташлакансем), Альбинăпа Ферид Абитовсем, Валерий Волков, Николай Толстов, Марсель Амерханов, Сергей Никитин, Петр Мясников (оркестр ушкăнĕ) тата ыттисем те ансамбль ĕçне тивĕçлĕ тỹпе хыврĕç",- тет Анатолий Шакин.

Юбилей концерчĕн программине интереслĕ те илĕртỹллĕ номерсене кĕртнĕ. Юрăсем ташăсемпе ылмашăнчĕç, купăс вылянчĕ, эстрада тата халăх юррисем шăранчĕç. Кашни номере куракансем алă çупса хавхалантарчĕç. Экранпа ансамбль пурнăçне çутатакан слайдсене кăтартрĕç. Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче артистсем анатри чăвашсен йăли-йĕрки чĕррĕн курăннине пур енлĕн çутатрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Авангард



25 октября 2022
15:46
2022 год
Поделиться