Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Вакцина коронавирусран хỹтĕлетех"

 Çапла çирĕплетет 22 çул Анат Тăрмăш ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Альбина Лукс. Участокри медицина ĕçченĕсем хăйсем те вакцина яртарнă. Çур çултан çур çула ревакцинаци туса тăраççĕ. Ыттисене те сывлăхĕсене упрама çак мелпе усă курма сĕнеççĕ. Аслă çулхисен ăнланулăхĕ тивĕçлĕ шайра пулнишĕн хĕпĕртеççĕ те. 60 çултан иртнисенчен прививка тутарманни çукпа пĕрех. Икĕ-виçĕ çул каярах кăштах урăхла лару-тăру пулнă. Хуларан килекен ачисем ашшĕ-амăшне вакцина яртарассинчен пăрăнма сĕннĕ. Пĕртен-пĕр тĕслĕх вара ватăсене шухăша янă. Хуларан килнĕ хĕрĕ хăйех амăшне çак вируса ертнĕ. Çакăн хыççăн ыттисем тивĕçлĕ йышăну тунă.

Ĕçре медицина ĕçченĕ халăх хушшинче пулни, ăнлантару мелĕпе туллин усă курни витĕмлĕ те. Участоксенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче вăй хуракансене Турханти çемье офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов кирлĕ сĕнỹсем сахал мар парать. Анат Тăрмăшĕнчи ФАПа та килсе çỹрет вăл. Пациентсем унпа курнăçса калаçассине те вырăна хурать.

Ĕçре волонтерсем пысăк пулăшу панине çирĕплетет Альбина Валерьевна. Вĕсем ирхине кĕтỹ хапхине тухса çынсен юн пусăмне виçме те ỹркенмеççĕ. Коронавирусран ревакцинаци тутармалли пирки асăрхаттарма та манмаççĕ. Кăштах маларах çеç 25 çынран юн илсе анализ партарма пулăшрĕç. Сахăр шайĕ организмра мĕнле пулнине палăртма та хутшăнаççĕ тата ытти те.

Пĕрремĕш звенора медицина пулăшăвĕ парассине тивĕçлипе туса пыма тăрăшать А.Лукс. Хальхи вăхăтра грипран прививка тăваççĕ. Диспансеризаци кăларассине вырăна хурать. Аслăрах çулхисене флюорографи витĕр тухма илсе кайма районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр урлă автомашина ыйтса илет. Юн пусăмĕ ỹсекенсене е чакакансене, ытти вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсене шута илнĕ. Вĕсен сывлăхĕпе интересленсех тăрать.

Малтанласа ĕçре Альбина Валерьевна Светлана Чурбановапа пĕрле ĕçленĕ. Светлана Павловна заведующи çамрăка ĕç ăсталăхне сахал мар вĕрентнĕ. 2007 çултанпа вара çак тивĕç хăйĕн çине юлнă.

Фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕ Анат Тăрмăшпа Çăл Атăк ялĕсенче пурăнакан 535 çын сывлăхĕшĕн яваплă. Кăçал вĕсенче 4 ача çуралнă. 18 çул тултарман 77 ача çитĕнет. Наци календарĕпе çыхăннă вăхăтран вăхăта тăвакан прививкăсене те сиктермест медицина ĕçченĕ.

 Çын мĕн чухлĕ пурăнать çавăн чухлĕ ăс-тăн хушать, ĕç практики ỹссе пырать. Вăхăтран вăхăта районти тĕп больницăран килекен специалистсем йышăну туни те ĕçре пулăшатех. Хăш-пĕр пациента медицина ĕçченĕ республика больницисенчи врачсем патне кайма çырăнтарса парать. Вĕсем сĕнекен сиплеве вырăнта пурнăçа кĕртме пулăшать.

Халăхпа килĕштерсе ĕçлени куç умĕнчех. Вера Ершова, Альбина Карлинова, Татьяна Иванова, Валентина Яковлева тата ытти сиплеве çỹрекенсем те фельдшерица эмелпе те, ăшă сăмахпа та çынсен сывлăхне çирĕплетме пулăшнишĕн хĕпĕртесе тав сăмахĕ калаççĕ.

Ялсенче пурăнакансен шанăçĕ, тăрăшуллă ĕç Альбина Валерьевнăна республикăри конкурссене хутшăнма, вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илме май параççĕ. Ку хутĕнче вăл "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕ" пулчĕ. 2017 çулта та конкурсра палăрнăччĕ. 2013 çулта иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Республикăри сывлăх сыхлав министерствин грамотипе тав хучĕ те пур унăн.

Видеопрезентацисем тума та ỹркенмест А.Лукс. Алкоголизм этем организмне мĕнле сиен кỹнине витĕмлĕн кăтартса панăччĕ вăл. Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта "Шурă ромашка" акци пынă вăхăтра каллех ачасемпе сăмах пуçарнăччĕ. .

Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнчен ĕçе çỹрет пулин те кая юласси çук унра. Галина Карлинова тирпейлỹçĕпе пĕр çулаллах ĕçе вырнаçнă вĕсем. Кашнийĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшать. Фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнĕ. Кĕрхи кун та йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать, хĕм сапакан чечексем çеçкере лараççĕ. Куллен халăх утать ФАПа. Кунти сукмака курăк пусмастех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Авангард



21 октября 2022
09:26
Публикации
Поделиться