Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Çĕр улми уйĕ те майĕпен пушанса пырать. Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне "иккĕмĕш çăкăра" районĕпе 724 гектар кăларнă е мĕн пур лаптăкăн 90 процентĕнче ĕçе вĕçленĕ. Вăтам тухăç пĕр гектартан 277 центнерпа танлашать.

 Сахăр кăшманне 127 гектар кăларнă, унăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан - 306 центнер.

Куккурус вăррине тĕшĕлесе 55 гектар вырнă, унăн тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 49 центнер тухать.

Силос - 39100 тонна, сенаж - 29307, утă 13240 тонна хатĕрленĕ.

Авангард



21 октября 2022
09:20
2022 год
Поделиться