Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тухăçĕ лайăх

Патăрьел районĕнчи М.Лаврентьева хресчен-фермер хуçалăхĕнче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çеç мар, сахăр кăшманĕ те туса илеççĕ.

Çулла шăрăх тăчĕ пулин те вăл ăнса пулнă. Вăрлăхне тăпрари нурĕк хисепĕ пысăк чухне акса хăварни, культурăна агротехнологие пăхăнса çитĕнтерни тухăçа устерме пулăшнă. Ăна пухса кĕртес ĕçе епле йĕркеленипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов паллашнă.

Пысăк тухăçлă культурăна пухса кĕртнĕ чухне фермерсен кăмăлĕ лайăх теççĕ. Тĕрĕс сăмахсемĕ Олег Лаврентьев фермер ХФХ тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Тĕслĕхрен, малашне ял хуçалăх производствинче ĕç тухăçне устермелли меслетсемпе усă курасшăн. Вĕсем тухăçа пысăклатма та, ĕçлекенсен шалăвне хушма та май параççĕ.

«Ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса кулленхи ыйтусене сутсе явма кăмăллатăп. Вĕсене уй-хирте тавлашса тенĕ пекех тишкерсен ял хуçалăх отраслĕн аталану çулĕсем палăраççĕ. Юлашки çулсенче çĕр ĕç культури темиçе хут усрĕ, хальхи технологисемпе чылай лайăхрах усă куратпăр», - палăртрĕ Рудольф Селиванов.

Сахăр кăшманĕн тухăçĕ вара кашни гектартан 330-350 центнер патне капашать.

Хыпар



21 октября 2022
10:08
Поделиться