Сирте - çĕршыв хăвачĕ тата пуласлăхĕ

Октябрĕн 19-мĕшĕнче районтан тулли мар мобилизаципе кайма ят тухнисене сумлă лару-тăрура ăсатрĕç.

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕ умĕнче йĕркеленĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕн 1-мĕш созывĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, православи тата мăсăльман тĕнĕсен представителĕсем Александр Синяков иерейпе Ильяс хазрат Сафиянов, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, çамрăк армеецсемпе мобилизаципе каякансен çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕ пухăннă. Тухса калакансем ентешсене тăван тăрăха каялла сывă, çĕнтерỹпе таврăнма сунчĕç.

Александр Синяков - иерей мобилизаципе каякансене пил панă май пуриншĕн те кĕл тунине, çĕнтерỹ пирĕн енче пулассине пĕлтерчĕ.

Çамрăк армеецсем инçе çула тухакансене предпринимательсемпе фермер хуçалăхĕсем хатĕрлесе панă ăшă япаласем тата Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ ячĕпе тĕрленĕ сăмса тутрисем пачĕç.

Тулли мар мобилизаципе кайма ят тухнисем малтанхи вăхăтра вĕрентỹ центрĕнче пулаççĕ, офицерсем ертсе пынипе çар ĕçне хăнăхаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Авангард



21 октября 2022
09:23
Публикации
Поделиться