Отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ

Октябрĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел райпо уполномоченнăйĕсен отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Патăрьел райпо канашĕн председателĕ Сергей Счетчиков тата райпо представителĕсем хутшăннă.

Мероприятинче темиçе ыйту пăхса тухнă. Патăрьел райповĕн канашĕн председателĕ Сергей Счетчиков организацин юлашки 5 çулхи кăтартăвĕсемпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Вăл суту-илĕве пур енлĕн аталантарма тăрăшнине, Чăвашпотребсоюз йĕркелекен конкурссене хутшăннине, çавăн пекех кадрсем çитменнине палăртнă, 2021-2025 çулсенче кооперацие аталантармалли планри тĕллевсене уçăмлатнă.

- Райпо паян та нумай енлĕ отрасльпе тимлет. Пилĕк çулхи пĕрлехи ĕç калăпăшĕ 1 млрд ытла тенкĕпе танлашнă. Вакă суту-илỹ таварçаврăнăшĕн калăпăшĕ çак çулсенче 700 млн тенкĕ пулнă. Районта мобильлĕ суту-илỹ те ĕçлет, çакă инçетре вырнаçнă ялсенче пурăнакансене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерме май парать, - тенĕ Сергей Александрович сăмах илнĕ май. Пухура Упамса тата Алманчă ялĕсенчи лавккасен сутуçисем тухса каланă, хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă.

Патăрьел райпо канашĕн председателĕ пулма Сергей Счетчиковах шаннă. Чи маттуррисемпе хастаррисене тĕрлĕ шайри наградăпа чысланă.

 (Хамăр корр.)

Авангард



21 октября 2022
09:21
2022 год
Поделиться