Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Комиссин тĕп тĕллевĕ - айăплисене тĕрĕс çул çине тăратасси

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче йышлă ыйту пăхса тухрĕç. Тĕпрен илсен йĕрке хуралĕн инспекторĕсем РФ КоАПăн тата "Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн комиссинче пăхса тухма материалсем тăратнă. Вĕсечен ытларах пайĕ ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене кирлĕ пек воспитани паманнипе, çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнипе çыхăннă. Çавăн пекех ача-пăча лапамĕнче электронлă чикарккă туртнă, обществăлла вырăнта сăра ĕçнĕ тата ытти тĕслĕхпе çыхăннă ĕçсене те пăхса тухрĕç, пурне те саккунпа килĕшỹллĕн айăпларĕç. Ларура РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен пай начальникĕ А. Каргина, район администрацийĕн опекăпа тата попечительствăпа ĕçлекен пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Т. Чылыкова ачасем тĕрлĕ преступлени тăвасран асăрханас тата тăлăх ачасене хỹтлĕхе илнĕ çемьесемпе ĕçлес ыйтусемпе тухса каларĕç.

- Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин тĕп тĕллевĕ - вĕсене штраф парса укçа-тенкĕ шыраса илсе çемьене йывăрлăха кĕртсе ỹкересси мар. Комиссине чĕнтернĕ кашни ашшĕ-амăшĕ, çул çитмен ача хăйĕн йăнăшне йышăнни, малашне тỹрленсе тĕрĕс çул çине тăни пĕлтерĕшлĕ. Çитĕнекен ăру ырă малашлăхпа пурăнтăр, çĕршыва юрăхлă çитĕнтĕр,- терĕ комисси председателĕ Светлана Чернова лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.

Авангард



21 октября 2022
09:18
Поделиться