Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йыш хушăннă ятпа саламланă

МĔН ĕлĕкренех çемьере ывăл çуралсан "салтака юрăхлă çитĕнтĕр..." - тенĕ. Çут тĕнчене килекен пĕчĕк пепке вара хăй пысăк телей! Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Ашшĕ кунĕнче Патăрьелĕнчи Петрпа Ирина Поляковсене пĕрремĕш чун тĕпренчĕкне алла илнĕ ятпа саламланă. Çемьене виçесĕр савăнăç илсе килнĕ ывăла Илья тесе çыртарнă. Ашшĕ унăн ятне Мăшăрлану керменĕнче йĕркеленĕ ятарлă стенд çине те илемлĕ сас паллисемпех çырса хунă. Уяв кунĕ умĕн çавăн пекех Алманчăри, Хирти Пикшикри мăшăрсене те çемьене йыш хушнă ятпа ăшă сăмахсем каланă, ырă йăла-йĕркене малалла тăсса кашнинех район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă открыткипе чысланă.

Авангард



21 октября 2022
09:17
2022 год
Поделиться