Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ỹкерчĕксене Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă

 ЧĂВАШ Республикинче çывхарса килекен Телейлĕ ачалăх çулталăкне тата ял хуçалăх ĕçченĕсемпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне халалласа Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче "Телейлĕ ял ачалăхĕ" республика конкурсĕн районти финалĕ иртнĕ. Унта вĕрентỹ учрежденийĕсем те хастар хутшăннă. Шкулсенчи тата ача сачĕсенчи çамрăк сăрă ăстисем ял пурнăçĕпе çыхăннă ỹкерчĕксем ăсталанă, хăйсен ĕçне тĕрлĕ номинаципе социаллă сетьсене те вырнаçтарнă.

Авангард



14 октября 2022
17:59
Хроника
Поделиться