Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Каллех çĕнтерỹпе таврăнчĕç

  Хусан хулин ипподромĕнче урхамахсен Раççей шайĕнчи 33-мĕш ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Тутар, Чăваш, Пушкăрт Республикисенчен, Мускав, Челябинск, Пенза, Тула, Самар облаçĕсенчен чи лайăх юртă лашасем хутшăнчĕç. Мĕн пурĕ тĕрлĕ чупура 33 урхамах ăмăртрĕ. Пирĕн районтан вара 4 юртă лаша хутшăнчĕ.

Хăйĕн ушкăнĕнче 3200 метрлă дистанцире хальхинче те Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕн директорĕнче ĕçлекен пирĕн ентеш, Тикеш ялĕнче çуралса ỹснĕ Валерий Краснов мастер-наездникăн 6 çулхи ЗОВ Предков РМ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, кубокпа парнене тивĕçрĕ. Унăн вăхăчĕ 4 минут та 16 çеккунт пулчĕ. Çак ушкăн чупăвĕнчех Тикеш ялĕнчи тепĕр юланутçă Алексей Краснов Победитель урхамахĕпе 4 минут та 19 çеккунтра финиша кĕрсе иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Асăннă юртă лаша çак дистанцие пĕрремĕш хут парăнтарчĕ.

 Тепĕр ушкăнра Кивĕ Ахпỹрт ялĕнчи пĕрремĕш категориллĕ юлан утçă Николай Пыркин ТЭК фо ВЕЗЕР ВП икĕ çулхи урхамахĕпе 1600 метрлă дистанцире çĕнтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 Н. КРАСНОВ

Авангард



14 октября 2022
18:04
Хроника мероприятий
Поделиться