Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хирсем пушанса пыраççĕ

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче тата Сăкăтри Мария Лаврентьева фермер хуçалă- хĕнче пулнă, вĕсенче кĕрхи ĕçсем еплерех пынипе паллашнă.

 Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ 1933 çулта никĕсленнĕ. Çак тапхăрта вăл районта тата республикăра кăна мар, регион тулашĕнче те хисеп çĕнсе илнĕ. Питомникĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 530 гектар, кунта çуллен 100 пин тĕпрен кая мар улма-çырла культурин хунавĕсене çитĕнтереççĕ, вĕсене халăх хапăлласа туянать. Çавăн пекех çĕр çырли, хурлăхан, хăмла çырли сутаççĕ.

Хуçалăхра техника паркне çĕнетессине те тимлĕх уйăраççĕ.

 - Туяннă ял хуçалăх техникин 40 процент тăкакне патшалăх тавăрса пани пирĕншĕн пысăк пулăшу. Кăçал МТЗ-1523 тата ун валли ротоватор илтĕмĕр. Малашне тата çырла пухакан комбайн та туянасшăн, - тенĕ питомникăн тĕп агрономĕ Александр Седойкин хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май.

 Кăçал улма-çырла питомникĕнче 5 гектар çĕр çырли хальхи технологисемпе усă курса лартнă. Çитес çул лаптăка тата пысăклатма палăртнă.

 Республикăн кăнтăр районĕсенче çулла çумăр сахал çунăран акнă-лартнă культурăсене шăвараççĕ. Питомникре те шăвару системине хывма пикеннĕ. Хальлĕхе 5,2 çухрăм тăснă, пĕтĕмĕшле вара ĕçе 115 гектар пурнăçламалла.

Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансем хальхи вăхăтра сахăр кăшманĕн уйĕнче тăрăшаççĕ. Хуçалăх представителĕ Олег Лаврентьев çĕнĕлĕхсемпе, малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарнă.

Октябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне районĕпе 653 гектартан 18 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ, тухăç пĕр гектартан вăтамран 273,7 центнерпа танлашать.

Сахăр кăшманĕн уйĕ 75 гектар (18 процент) пушаннă, вăтам тухăç пĕр гектартан - 333 центнер.

Куккурус 916 гектар (92 процент) вырнă.

 Кĕрхи культурăсене 4437 гектар акнă.

 Кĕрхи çĕртме 8682 гектар тунă.

О. ПАВЛОВА

 Авангард



14 октября 2022
18:01
Поделиться