Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Юлашки çумăрсем ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене хирти ĕçсене вĕçлеме чылай чăрмав кỹчĕç. Районĕпе кăçал çĕр улми 802 гектар йышăннă, унтан 598 гектар (75 процент) кăларнă. Çанталăк типĕ тăнипе усă курса техника "иккĕмĕш çăкăра" пухса кĕртессишĕн тимлет.

Сахăр кăшманне 60 гектар кăларнă, унăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 292 центнерпа танлашать.

Кĕрхи культурăсене 4437 гектар (80,7 процент) акнă.

Кĕрхи çĕртме 8627 гектарта тунă. 38400 тонна силос янтăланă.

Авангард



11 октября 2022
09:16
Поделиться