Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сивĕ хĕл çывхарать, фермăсене хатĕрлеме хушать

Кашни япалана вăхăтра тумалла, унсăрăн каю шăтма та пултарать. Выльăхсене сивĕ кунсем ан хăратчăр, чир-чĕр ан çулăхтăр, пысăк продукци илес тесен çулла витесене тасатса тирпейлемелле, шуратса дезинфекцилемелле, çĕмĕрĕлнĕ чỹречесене, кивелнĕ, çĕрнĕ урай, мачча хăмисене тата ыттине те çĕнетмелле. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем фермăсене хĕле мĕнлерех хатĕрленнине тĕрĕслеме октябрĕн 4-7-мĕшĕсенче ятарлă комиссипе - выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ Зоя Телегина - тухрĕç.

"Батыревский" пĕрлешỹре выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх яланах уйăраççĕ. Витене кĕрсенех санитари кунĕсем ирттерсе тăни сисĕнет. Тутă ĕне-выльăх апат кавлесе кăна выртать.

- Ĕнесем айĕнчи резина кавирсене улăштартăмăр, транспортера та пăхнă, стенасене шуратса дезинфекциленĕ, хĕл валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пĕр ĕне-выльăх пуçне 40-е яхăн апат единици янтăланă. Сăмах май, кăçал çĕнĕ сенаж ями тунă, - терĕ зоотехникра тата ферма заведующийĕнче чылай çул ĕçлекен Алена Полякова. Хуçалăхра кадрсем енчен те йывăрлăхсем çук. Выльăхсене чир-чĕртен хỹтĕлесе профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттереççĕ. Алина Быкова ветеринар шаннă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлать. Апат рационне ятарлă консультант килсе хатĕрлесе парать. Тырă фуражĕ, утă-улăм, силос, сенаж панисĕр пуçне жом, патока, шрот тата витаминсем туянаççĕ. Тăрăшнине кура кăтартăвĕсем те начар мар. Пĕр ĕнерен вăтамран 23 килограмм сĕт сăваççĕ, хальхи вăхăта 100 ĕне пуçне 77 пăру илнĕ.

Ĕçлекенсене тумпа тивĕçтереççĕ, учетпа отчета тата ытти документа та вăхăтра туса пыраççĕ. Хуçалăхра хĕле ячĕшĕн çеç хатĕрленменнине палăртрĕç комисси членĕсем.

 Çĕнĕ Ахпỹртри "Родина" хуçалăхра ĕне-выльăх йышĕ пысăк мар, сăваканнисем - 15 пуç, ыттисем пăрусем. Вĕсене те сивĕсем хăратмаççĕ. Çĕрнĕ урай хăмисене улăштарнă, транспортера юсанă. Çамрăк пăрусене ямалли клеткăсем те тирпейлĕ.

- Выльăх шутне ỹстерме палăртатпăр-ха. Хамăрăн пăрусене хăварнисĕр пуçне тата 4-5 пушмак туянасшăн. Кăçал апат çителĕклĕ, - терĕ хуçалăх ертỹçи Владимир Синеев.

Çамрăксем ял хуçалăх енне туртăннишĕн савăнмалла çеç. Тутар Тимешĕнчи К. Салихов ỹсен-тăран отрасльне аталантарнисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетет. Паян вăл вăкăрсем, сурăхсем, лашасем усрать. Выльăх йышне тата ỹстерме палăртнăран 50 пуç вăкăр кĕмелĕх вите тума пикеннĕ. Çĕнĕлĕхсем тата пур: сенажа çаврака тюк туса ятарлă çатăркапа хуплаççĕ.

 Сăмах май, фермерăн ĕмĕчĕсем пысăк, ахальтен мар ĕнтĕ вăл кăçал патшалăх паракан гранта та тивĕçнĕ.

 Тĕслĕхлĕ фермăсен шутне Анатолий Лялькин фермерăнне те кĕртмелле. Кунта çулталăкăн хуть хăш вăхăтĕнче килсен те таса, тирпейлĕ. Самăртма хупнă вăкăрсем картара ирĕкре çỹреççĕ. Шывĕ те, апачĕ те çителĕклех. Условисем лайăхран ĕнтĕ вĕсем талăкра вăтамран 960 грамм ỹт хушаççĕ. Ферма территоринче чечексем, йывăçсем ỹсеççĕ. Ĕçлекенсене валли канма, тумĕсене улăштарма çурт туса панă.

 Пĕтĕмĕшле илсен ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем витесене хĕле хатĕрлесси патне тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. "Исток", "Красное Знамя", "Труд", "Куснар", "Кзыл-Камыш" хуçалăхсенчи, Э. Солдатова, И. Хамбикова, Н. Елисеева, И. Сыраева, Ф. Земдиханова, И. Каргина, Е. Осипова фермерсен выльăхĕсене сивĕ кунсем хăратмĕç. Комисси членĕсем "Звезда" кооперативра, А. Бухрин, Р. Бичурин, А. Никитин, И. Ямалетдинов фермер хуçалăхĕсенче юсав ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлемеллине, çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтермеллине каларĕç.

Авангард



11 октября 2022
09:19
2022 год
Поделиться