Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Куравран - медальсемпе

"Ылтăн кĕркунне" курав - Раççейри агропромышленность комплексĕнчи çитĕнỹсемпе тата çĕнĕлĕхсемпе паллаштаракан тĕп форум. Кăçал вăл октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 8-мĕшĕччен Мускав облаçĕнчи Кубинкăри "Патриот" курав центрĕнче иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионăн ỹсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен, апат-çимĕç промышленноçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, ял хуçалăх техникипе паллашма май пулнă.

Курава пирĕн районти ял хуçалăх ĕçченĕсем те хăйсем хатĕрлекен продукципе кайнă. Патăрьел çĕрĕ çинче туса илнĕ апат-çимĕçе форумра пысăк хак панă. "АГРОКУЛЬТУРА" кооператив илсе кайнă лаша какайĕнчен хатĕрленĕ сардельки тата пĕçернĕ кăлпасси ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче тăвакан çăра хăймана (сливки), кăрта, чăкăта, лаша какайĕнчен хатĕрленĕ рулета, "Тултармăш" пĕçернĕ кăлпассие ылтăн медальпе, кефира пăхăр медальпе хакланă.

- Çакăн пек пысăк масштаблă мероприятисене чăваш предприятийĕсем хутшăнни республикăра туса кăларакан таварсемпе ытларах паллаштарма май парать. Пирĕн ял хуçалăх ĕçченĕсем пахалăхлă тата экологи енчен таса продукци хатĕрлеççĕ. Мĕн чухлĕ ытларах наградăна тивĕçеççĕ, çавăн пек ытларах хисепне ỹстереççĕ, - тесе палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

 "Ылтăн кĕркунне" куравра район администрацийĕн ĕçне та пысăка хурса хакланă. Вăл "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн сферинчи пысăк çитĕнỹсемшĕн" конкурсра "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн проекчĕсене реализацилеме бюджетран мар инвестицие явăçтарассипе ĕçлекен чи лайăх тĕслĕх" номинацире кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



11 октября 2022
09:14
2022 год
Поделиться