Ешертĕр тăван тавралăх
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн пуçарăвĕпе шкулсенчи биологи учителĕсем тавралăха симĕс тум "тăхăнтартас" тĕллевпе çуркунне ачасене йывăç хунавĕсем лартма чĕнсе каланăччĕ.
Çакна вырăна хучĕ çитĕнекен ăру. Хунавсем аванах тымар ячĕç. Халĕ вĕсене куçарса лартма та пулать. Çавна май Пĕтĕм Раççейри "Вăрмана упрар" акцие хутшăнса Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекенсем пирамида евĕрлĕ 200 ытла тиреке федераллă автомашина çулĕн хĕррипе лартса тухрĕç.
"Хунавсем йĕркеллĕ тымар ярасса шансах тăратпăр. Вуншар çул иртсен агропромышленность техникумĕнче вĕреннĕ çамрăксем çакăнта килсе "çак йывăçа эпĕ лартнăччĕ", тесе калама пултарччăрах",- тет директорăн вĕрентỹпе воспитани тата социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Надежда Захарова.
"Вăрмана упрар" акци çулленех иртет. Ăна "Экологи" наци проектне çул парас енĕпе те йĕркелеççĕ. Акци тĕллевĕ 80 миллион хунав лартса общественноçа вăрман пуянлăхĕпе тирпейлĕ пулма хăнăхтарасси, пушарта çунса кĕлленнĕ лаптăксене çĕнĕрен чĕртесси, çĕршывăн углерод балансне упрасси пулса тăрать.
Тирексен хунавĕсене Пăлапуç Пашьелĕнчи (135 тĕп), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш (20), Нăрваш Шăхалĕнчи (4), Хирти Пикшикри (25), Сăкăтри (52), Туçари вăтам (10), Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан (30) тĕп шкулсем (пурĕ 276) çитĕнтернĕ. Вĕсем тав сăмахне тивĕçлех.
Районта пурăнакан кашни çынах "Вăрмана упрар" акцие хутшăнса тăван тавралăха пуянлатас енĕпе хăйĕн тỹпине хывасса шанатпăр.
А. ИВАНОВА
Авангард