Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă ăру хастарĕсем – Шупашкарта

 Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе аслă ăру çыннисен "КĕмĕлЧун" форумĕ иртнĕ. "Кĕмĕл" волонтерсен форумне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.

Мероприятие хисеплĕ ĕç ветеранĕсем, "кĕмĕл" волонтерсем республикăн кашни районĕпе хулинченех пуçтарăннă. Вĕсем тĕрлĕ площадкăра хăйсен опычĕпе паллаштарнă, мастер-класс ирттернĕ тата ытти те.

Форума Патăрьел районĕнчи социаллă хỹтлĕх центрĕн представителĕсемпе пĕрлех Валерий Салмин хастар волонтер ертсе пыракан ушкăн хутшăннă, Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕпе Алена Елизаровăпа та тĕл пулнă.

 (Хамăр корр.)

Авангард



11 октября 2022
09:23
Поделиться