Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентекен! Санăн яту хисеплĕ!

Районти культурăпа кану центрĕнче Вĕрентекен кунĕ ячĕпе уяв мероприятийĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентỹ организацийĕсен ертỹçисем, педагогика коллективĕсем, отрасль ветеранĕсем хутшăнчĕç.

 Уяв чыславпа илемлĕ. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн, вĕрентỹри çитĕнỹсемшĕн Туçари вăтам шкул директорне Петр Шашкина, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учительницине Нина Павловăна, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительницине Каролина Уткинăна, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен Ирина Фоминапа технологи учительне Алла Горбуновăна, "Василек" ача садĕнчи Рузия Хамбикова воспитателе, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çурчĕн педагог-организаторне Любовь Раськинăна, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн производство вĕрентĕвĕн мастерне Герман Кузьмина "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ сферин хисеплĕ ĕçченĕ" паллăпа наградăларĕç.

Раççей Федерацийĕн çут ĕç министерствин Хисеп грамотипе Сăкăтри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учительне Елена Анюровăна, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти пуçламăш классен вĕрентекенне Чулпан Вахитовăна, райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн аслă методистне Светлана Елагинăна, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКа тренер-преподавательне Валерий Макарова чысларĕç.

 Муниципалитет аталанăвне вĕрентỹ сферинче ĕçлесе тивĕçлĕ тỹпе хывнă педагогика ветеранĕсем "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медальне тивĕçрĕç.

Ĕçри чылай хастара тата тĕрлĕ шайри Тав хучĕпе Хисеп грамотине пачĕç.

 Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче ĕçе пуçăннă çамрăк специалистсене, вĕсен наставникĕсене те чысларĕç.

"Асамат" чăваш эстрада ушкăнĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕрентекенсен "Вдохновение" (ертỹçи Татьяна Толстова) ташă коллективĕ, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ тата "Тамчы" (ертỹçи Альбина Абитова) инструментсен ансамблĕ, ытти юрăçсем савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



07 октября 2022
09:59
Хроника
Поделиться