Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турханти волонтерсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ

 ТУРХАНТИ Анатолий Кольцов тухтăр ертсе пыракан волонтер-медиксен ушкăнĕ кашни кунах кама та пулин ырă ĕç тума, сывлăхне тĕрĕслеме тата ыттипе те пулăшать. Уйрăмах вĕсем аслă ăру çыннисене хăйсен хỹтлĕхне илнĕ. Ку таранччех çамрăк волонтерсем кинемейсенчен мĕн чухлĕ пил сăмахĕ илтмен-ши? Халĕ акă çак кунсенче çеç вĕсене ĕмĕр тăршшĕпе сывлăх хуралĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисем чун-чĕререн тав тунă. Çапла тума медработник-ветерансен сăлтавĕ те пулнă. Волонтерсем октябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсене Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен уявĕпе саламланă, асăнмалăх парне панă, чечек çыххипе савăнтарнă.

Авангард



07 октября 2022
09:56
2022 год
Поделиться