Сумлă юбилей - мăшăрсемшĕн телей!

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче кĕр мăнтăрĕпе юбилей кĕрекине пуçтарăнакансем сахал мар. Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Герман Ильичпа Клавдия Тимофеевна Петровсем, Ыхра Çырминчи Мансур Миникадировичпа Наиля Хаялетдиновна Яфизовсем, Алманчăри Петр Ивановичпа Валентина Яковлевна Павловсем ылтăн, Сăкăтри Илья Кирилловичпа Зоя Митрофановна Анюровсем изумруд, Кзыл Чишмари Магьсума Абзаловичпа Хасяна Салимгереевна Идиатуллинсем бриллиант туйĕсене паллă тăваççĕ.

 



07 октября 2022
09:57
2022 год
Поделиться