Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спутник хыпарлавĕ йĕркене пăсакана тупма пулăшнă

КĔРКУННЕ çынсем пĕри те тепри пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасăр çỹп-çапа, пахча çимĕç каяшне тата ыттине те хуралтă, карта çумĕнчех çунтараççĕ. Çакă, паллах, чăн малтанах вут-кăвартан инкек-синкек тухсран хăрушă. Хальхи вăхăтра хăйсем тĕллĕн "пушар" тăвакансене спутник сăнавĕпе туххăмрах асăрхама, саккуна пăсакана айăплама та пултараççĕ. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх çак кунсенче Первомайскинче пурăнакан пĕр çын патне пушар надзорĕн инспекторĕсем шăпах "термоточка" йĕрĕпе çитнĕ, ăна 10 пин тенкĕ штраф панă. Урăхла каласан, урамра тĕтĕм-сĕрĕм кăларакансем пурте çак спутник серепине çакланма пултараççĕ.

Статистика савăнтармасть: çулталăк пуçланнăранпа районта 50 пушара шута илнĕ.

Авангард



07 октября 2022
09:54
2022 год
Поделиться