Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мобилизаципе çара каякансене пĕр кунтах мăшăрлантараççĕ

ХАЛЬХИ вăхăтра тулли мар мобилизаципе çара каякансене пĕр кунтах çемье çавăрма, мăшăрланма ирĕк параççĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки "Авангард" хаçат редакцине районти ЗАГС пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Наталия Антонова:

- Енчен те çамрăксем çемье çавăрма калаçса татăлнă, шухăшланă, анчах пулас мăшăрне мобилизаципе çара кайма ят тухнă пулсан вĕсене пĕр кунтах çырăнтаратпăр. Çавăн пек ыйтупа çар комиссариатĕнчен панă повесткăпа хĕрпе каччăн Патăрьелĕнчи Мăшăрлану çуртне килмелле. Вĕсем уйрăм лару-тăру условийĕпе килĕшỹллĕн иккĕшĕ те çемье çавăрас ыйтупа заявлени çырнă, патшалăх пошлинине тỹленĕ хыççăн çамрăксене çырăнтаратпăр. Ку таранччен эпир çак сăлтавпа Патăрьел районĕнчи икĕ, Шăмăршă районĕнчи пĕр çамрăк мăшăра çемье çавăрнă ятпа саламларăмăр.

Авангард



07 октября 2022
09:53
Публикации
Поделиться