Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кубок - пирĕн районта

Чулхула облаçĕн кубокне тивĕçессишĕн Богородск хулинче акватлонпа ăмăрту иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн 20 спортсменĕ хутшăнса финалти тупăшăва кĕме тивĕçнĕ. Артем Путяков, Тимофей Иванов пĕрремĕш, Андрей Сулагаев, Алсу Кучатова иккĕмĕш, Кира Рубцова, Софья Яковлева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 4 этап кăтартăвĕпе Алсу Кучатова пĕрремĕш вырăна тухса кубока çĕнсе илнĕ. Оля Краснова, Кристина Заббарова, Тимофей Иванов иккĕмĕш, Андрей Сулагаев виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

Спортсменсене ăмăртăва Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов преподавательсем хатĕрленĕ.

А. ИВАНОВА.

Авангард



07 октября 2022
10:02
Хроника мероприятий
Поделиться