Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фермăсене хĕле хатĕрлеме вăхăт

 Сивĕсем çывхарнă май ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем фермăсене хĕле мĕнле хатĕрленине октябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕшĕччен ятарлă комисси тĕрĕслет. Комисси членĕсем - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцийĕн начальникĕ Петр Ефимов, район администраци- йĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх пайĕн тĕп специалисчĕ Зоя Телегина, районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков (килĕшнĕ тăрăх), "Авангард" хаçатăн пай редакторĕ Ольга Павлова (килĕшнĕ тăрăх) графикпа килĕшỹллĕн кашни ял тăрăхĕнче пулаççĕ. Вĕсем витесене юсанине, дезинфекци барьерĕсем, канализаципе вентиляци каналĕсем пуррине, транспортерсем ĕçленине, территоринчи тасалăха, документсене, ятарлă тумсемпе тивĕçтернине тата ыттине те пăхаççĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



04 октября 2022
09:42
2022 год
Поделиться