Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тивĕçлисене - наградăсем

Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тунă.

Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина, районти шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен ертỹçисемпе ĕçченĕсем хутшăннă. Тăрăшуллăран тăрăшуллисене тĕрлĕ шайри наградăсем панă. Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнчи Ирина Алексеевна Плешкова физкультура инструкторне, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Гельфруз Бебертдиновна Салихова воспитателе, Шăнкăртамри "Сандугач" ача садĕнчи Гузялия Шефигулловна Шрша воспитателе, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Валентина Ивановна Мешкова воспитателе республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политики министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Çавăн пекех "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе, район администрацийĕн, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри тата районти организацийĕсен комитечĕсен Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Районти шкул çулне çитмен 11 ача садĕнче тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи 21 ушкăнра 292 çын ĕçлет. Вĕсене 1415 ача çỹрет.

Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ячĕпе "Сказка" ача сачĕн заведующийĕ, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова сăмах илнĕ.

 Районти культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем янăравлă юрăсемпе уява илем кỹнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



30 сентября 2022
13:17
Хроника
Поделиться