Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Михаил Киргизов - çурма марафон çĕнтерỹçи

Первомайскинчи вăтам шкул выпускникĕ Михаил Киргизов Мускавра ирттернĕ йăлана кĕнĕ 21 çухрăмлă çурма марафона хутшăнса çитĕнỹ тунă. Спортсмен çĕршыври чи вăйлă чупакансене хыçа хăварса мала тухнă.

Кĕрешỹ мелне пĕлеççĕ

Чăваш Республикинчи паллă кĕрешỹçĕсене асăнса Шупашкарта ирĕклĕ майпа тупăшакансен уçă турнирĕ иртнĕ. Хăйсен виçе категорийĕсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Антон Цветковпа Максим Леонтьев (çỹлерех асăннă шкул выпускникĕ) çĕнтерỹçĕ, Иван Кутузовпа (Ишлĕ) Аяз Хисамутдинов (Шăнкăртам) призерсем пулнă.

Район команди - иккĕмĕш

Елчĕкри çăмăл атлетсен уçă ăмăртăвĕнче Юхма Енпе Пăлаçи тăрăхĕнчи 12 спортсмен çĕнтерỹçĕ тата призер шутне кĕнĕ. Çамрăксем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Турханти тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсенче вĕренеççĕ. Пĕтĕмĕшле район команди иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Шупашкарта Раççейре мала тухассишĕн масс-рестлингпа ăмăрту иртнĕ. 70 килограмран пуçласа 80 килогрампа тупăшакансен йышĕнче Ыхра Çырминчи тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсенче вĕренекен Гельназ Алеевăпа Нияз Шакуров пăхăр медал тивĕçнĕ.

Финалта Патăрьелсен командисем тĕл пулнă

Комсомольски районĕнче Ринат Рахимзянова асра тытса мини-футбол турнирĕ ирттернĕ. Унта 9 команда хутшăннă. Вăл шутра Юхма Енпе Пăлаçи тăрăхĕнчи "Дружба" тата "БТВ" спортсменĕсем те. Хĕрỹ тупăшура Патăрьелсен хăйсен тĕл пулса выляма тỹр килнĕ. "Дружба" команда пĕрремĕш, "БТВ"сем иккĕмĕш вырăна тухнă.

А.Иванова

Авангард



30 сентября 2022
13:08
Хроника мероприятий
Поделиться