Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр тăвансен ячĕпе ăмăртнă

Кивĕ Ахпỹртре пĕр тăван Геннадий тата Петр Рыбкинсен ячĕпе çăмăл атлетикăпа ăмăрту иртнĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тата Шăмăршă, Елчĕк, Етĕрне, Йĕпреç районĕсенчи спортсменсем хутшăннă.

Мероприятие Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан А. Мальцева, утас енĕпе тĕнче рекордсменки тата СССР чемпионки А. Деверинская, кире пуканĕ йăтса Гиннес кĕнекине кĕме тивĕçнĕ, спорт мастерĕ, тĕнче чемпионачĕн тата кубокĕн призерĕ Б. Глинкин, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, марафон чупассипе олимп чемпионĕ пулнă В. Егорова, нумай хут СССР чемпионĕ пулнă тата икĕ хутчен тĕнче чемионатне хутшăннă А. Савельев, велосипедпа ярăнса 11 хутчен Чăваш Ен чемпионĕ пулнă Г. Нибаев тата ытти сумлă хăнасем килнĕ. Кашнийĕ хăй ятĕнчен Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул умне туя хунавĕсене лартнă.

Ăмăрту çивĕч те хĕрỹ иртнĕ. Кашни ушкăн çĕнтерессишĕн тăрăшнă. Спорт вара вăйлисене тата парăнманнисене юратать. Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн спортсменĕсене çитекен пулман. Вĕсем пĕрремĕш вырăна никама та паман. Карапай Шăмăршăри шкултан килнĕ ачасем иккĕмĕш тухнă. Кивĕ Ахпỹртсем пьедесталăн виççĕмĕш картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕ.

 Çĕнтерỹçĕсене Рыбкинсем кубокпа, медальсемпе, дипломсемпе хавхалантарнă. В. Егорова вара уйрăм спортсменсене хăй ятĕнчен призсем панă.

(Хамăр корр.)

Авангард



29 сентября 2022
10:03
Именные соренования
Поделиться