Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасем телейлĕ çитĕнччĕр

ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2023 çул Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулĕ. Çавна май республикăра, çав шутрах пирĕн районта та ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парассине тата пултарулăхне аталантарассине çитес вăхăтра тата ытларах тимлĕх уйăрĕç. Кун пирки Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн директорĕ Алина Антонова акă мĕн палăртать:

- Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ Раççейри Педагогпа наставник çулталăкĕпе тачă çыхăннă. Мĕн кĕтетпĕр-ха эпир малашлăхра? 2023 çулта кăна мар, ачасем яланах савăнăçлă пулнине курас килет. Çитĕнекен ăру телейлĕ çитĕн-тĕр тесен аслисен ытларах ĕçлеме тивет. Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕнче 510 ача пĕлỹ пухать. Вĕсем пурте район центрне çỹремеççĕ. Вырăнсенче 10 уйрăм ĕçлет. Кам юрлама, кам ташлама, кам ỹнер ăсталăхне алла илме, музыка инструменчĕсемпе выляма, алă ĕçне аталантарма, тĕрлĕ сăнара калăплама... хăнăхать. Вĕсен пултарулăхне районта иртекен мероприятисенче курса савăнма пулатех.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче ăсталăх шкулĕнчен 116 выпускник тухрĕ. Вĕсен пирĕн патăрта пухнă пĕлĕве малалла тăсса професси ăстисем пулас ĕмĕтсем пур. Ỹсĕм çулне кура алла тата вăтам е пĕтĕмĕшле пĕлỹ панине çирĕплетекен аттестат илнĕ хыççăн çамрăксем аслă шкулсене е техникумсене çул тытĕç. Кăçал вара пиллĕкĕшĕ ỹнер ăсти пулас ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пикеннĕ те.

Сăмах май

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе "Тỹрĕ лини" ирттерет. Тĕпрен илсен, калаçу телейлĕ тата хăрушлăхсăр ачалăх тавра пырĕ. 56-51-00 номерсемпе шăнкăравласа ыйту пама пулать. "Раççей-24", Чăваш наци телевиденийĕн эфирĕнче ăна 17 сехет те 30 минутран пуçласа 19 сехет те 30 минутчен кăтартĕç.

Авангард



29 сентября 2022
10:12
Хроника
Поделиться