Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентỹ терроризм, пушар, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕсемпе çыхăннă

РАЙОНТИ вĕрентỹ учрежденийĕсенче сентябрь уйăхĕнче çулсеренех ачасемпе тата педагогика коллективĕсемпе террорла инкекрен, пушар хăрушлăхĕнчен асăрханса йĕркене пăхăнма вĕрентỹ йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра шкулсенче шăпах çакнашкал хĕрỹ тапхăр пырать. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен Хирти Пикшикри, Сăкăтри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулсенче хăрушлăх сиксе тухсан эвакуаци йĕркине мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Андрей Валентинович коллективсем чи кĕске вăхăтра, 1 минут та 30 çеккунтрах хăрушлăха сирсе урама тухма пултарнине, ачасем ку тĕлĕшпе йĕркене лайăх пăхăннине пĕлтерчĕ.Çакнашкал вĕрентỹ вăхăтĕнчех район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин, ВДПО, ГИБДД специалисчĕсем ачасене шывпа, вутпа çыхăннă инкексенчен асăрханас, çул-йĕр правилине пăхăнас ыйтусене те хускатаççĕ.

Авангард



27 сентября 2022
10:10
2022 год
Поделиться