Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Пашьел ял старостине - юбилей медалĕ

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче "Патăрьел районне - 95 çул" юбилей медальне район экономикине аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ тỹпе хывнă, общество пурнăçĕнче хăйсен хастарлăхне кăтартнă чылай ентеш тивĕçрĕ. Çак кунсенче çеç район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Пăлапуç Пашьел ял старостине, вăрман хуçалăхĕнче чылай çул тăрăшнă хисеплĕ ĕç ветеранне Леонтий Александрова та сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа саламланă.

Леонтий Иванович 40 çул ытла хăйĕн пурнăçне çут çанталăка юратнипе, вăрман пурлăхне упрассипе, ун илемне пуянлатассипе çыхăнтарнă. Çав вăхăтрах тăватă ача ашшĕ общество пурнăçĕнче хăйĕн хастарлăхне кăтартма, çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнакан мăшăрĕпе ялти халăх ансамбльне çỹресе кăмăла уçма та вăхăт тупать. Унсăр пуçне ял старости халăха пăшăрхантаракан ыйтусене вырăнти влаçпа пĕрле татса пама та майне тупать.

Авангард



27 сентября 2022
10:09
Хроника
Поделиться