Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сцена çинче - ачасем

Пăвари драма театрĕнче вĕрентỹ организацийĕсенчи ачасемпе çамрăксен "Ният" театр коллективĕсен регионсем хушшинчи фестиваль-конкурсĕн пĕтĕмлетỹ тапхăрĕ иртнĕ. Унта Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти ачасен "Яшьлек" ушкăнĕ те хутшăннă. Коллектива Ч. Вахитова ертсе пырать. Ачасем хăйсен пултарулăхĕпе халиччен ял халăхне пĕрре маар савăнтарнă. Фестивальте вара тăрăшулăхшăн Гран-прие тивĕçнĕ, кубок çĕнсе илнĕ.

11 класра вĕренекен А.Абянова (ертỹçи Г.Велиуллова) "Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан" номинацире Хисеп грамотипе кубока тивĕçнĕ.

 Ачасен пултарулăхне аталантарни кăмăллă. Тен, пуласлăха çак енĕпе çыхăнтаракан та пулĕ.

А. ИВАНОВА.

Авангард



23 сентября 2022
11:18
Хроника
Поделиться