Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Команда - виççĕмĕш, бомбардир – пĕрремĕш

 Патăрьелĕнчи "Темп" футбол команди кăçалхи сезона та начар маар кăтартусемпе вĕçлесе пырать. 40 çултан аслăрах ветерансем хушшинче пирĕн ентешсем республика шайĕнче 33 очкопа виççĕмĕш вырăна тухнă.

Уйрăмах 17-мĕш вăйăра вĕсем пысăк хастарлăхпа палăрнă: Шупашкарти "Энергия" командăна 7:1 шутпа çĕнтернĕ. Çак вăйăра Андрей Моисеев 5 гол тапса кĕртме пултарнă. Çапла вара вăл турнирăн бомбардирсен таблицинчи чи çỹллĕ йĕркине хăпарнă. Кăçалхи чемпионатра Андрей 30 мечĕк, пĕтĕмĕшле вара 201 мечĕк хапхана кĕртнĕ.

А. ИВАНОВ.

Авангард



23 сентября 2022
11:16
Хроника мероприятий
Поделиться