Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултарулăх сезонĕ уçăлчĕ

Районти культурăпа кану центрĕнче ăсталăх коллективĕсем "Кĕвĕ-юрă пирĕн чĕресенче..." ятпа çĕнĕ сезона уçрĕç. Ăна Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине халалларĕç.

Уяв мероприятине Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш созыври депутачĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

"Пултарулăх сезонне уçни - ăшă кăмăл-туйăмпа иртекен пулăм. Ташă-юрă коллективĕсене малашлăхра çитĕнỹ, интереслĕ проектсем, куракансен юратăвне тата тулли зал сунатăп",- терĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ. Культура учрежденийĕсен ĕçченĕсене район аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн - пĕрлехи мероприятисене, çав шутра "Акатуй-Сабантуя", кăçал вăл 70-мĕш хут пулчĕ, Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине палăртма хутшăннăшăн - тав туса.

Сцена çинче чăваш, тутар, ирçе, вырăс юррисем шăранчĕç, Ташăсем тыткăна илчĕç. Театрализациленĕ сценкăсем пулчĕç.

Район юбилейне хатĕрленсе ирттерме хутшăннă 19 ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсене, алă ăстисене район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.

Ташă-юрă ăстисене куракансем хапăлласа кĕтсе илчĕç.

 Культурăпа кану центрĕн фойинче алă ăстисен выставки ĕçлерĕ.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



20 сентября 2022
08:53
Хроника
Поделиться