Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем çитĕнỹпе таврăннă

Самара облаçĕнчи Алексеевск районĕнче урхамахсен Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăна Л.Н.Толстоя асра тытса йĕркеленĕ. Унта пирĕн районти лаша спортне юратакансем те хутшăннă.

Тикеш ялĕнчи пĕрремĕш категориллĕ юлан утçă Алексей Краснов Победитель урхамахĕпе хăйĕн чупăвĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Харăсах икĕ кубока тивĕçнĕ. Вĕсене мала тухнăшăн тата хăйех тренер пулнишĕн панă. Иккĕмĕш вырăна Кивĕ Ахпỹрт ялĕнчи пĕрремĕш категориллĕ юлан утçă Николай Пыркин Марс урхамахĕпе тухнă.

 Тата тепĕр чупура Тикеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕнче директор пулса ĕçлекен юлан утçă Валерий Краснов маçтăр Прайк Тайм Сим урхамахĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă.

 Лаша спорчĕн ăмăртăвне çĕршыври 17 регион спортсменĕ хутшăннă.

Н. КРАСНОВ

Авангард



20 сентября 2022
09:05
Хроника мероприятий
Поделиться