Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Федераци конкурсĕнче çĕнтернĕ

 Шăнкăртамри Чулпан Пазюкова фермер хуçалăхĕ агротуризм проекчĕсемпе йĕркеленĕ федераци конкурсĕнче çĕнтерсе чи пысăк пулăшăва - 10 млн тенке - тивĕçнĕ. "Тургай" кану базин проекчĕ чи лайăх 10 ĕç шутне кĕнĕ. Çĕнсе илнĕ укçапа Чулпан Афзалетдиновна пĕчĕк зоопарк тума, туристсене ял хуçалăх выльăхĕсене, вĕлле хурчĕсене, пулăсене ĕрчетессипе мĕнле ĕçленипе паллаштарма палăртать.

- Пурте пуçарулăхран пуçланать. Грант илнĕ хуçалăх ертỹçисем проекта хатĕрлеме пĕтĕм вăй-халне хывнă, хăйсен тĕллевĕсенчен, вĕсене пурнăçлассинчен хăраман. Халь çак пултарулăхпах бизнес-проектсене ĕçе кĕртмелле, ял пурнăçне уçса памалла тата агротуризм урлă вĕсен малашлăхне кăтартмалла, - тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

 (Хамăр корр.)

Авангард



20 сентября 2022
09:02
2022 год
Поделиться