Суйлав йĕркеллĕ иртнĕ
Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Пĕрлехи суйлав кунĕ иртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем çĕнĕрен йĕркеленĕ 19 муниципалитет округĕн Пухăвĕнче камсем пулассине татса пачĕç.
ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх сасăлава мĕн пур суйлавçăн 49,89 проценчĕ хутшăннă. Пирĕн районта ку кăтарту 75 процента яхăнах.
Протоколсен 100 процентне тишкернĕ хыççăн суйлав иртнĕ тесе йышăннă, унăн кăтартăвĕсем вăйра тесе çирĕплетнĕ. Республикăпа илес пулсан пĕтĕмпе 385 депутат суйланă. Вăл шутран Патăрьел районĕнче - 24.
Депутатсенчен 333-шĕ (86,5 процента яхăн) - "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти представителĕсем. Коммунистсен партийĕн - 4, "Тĕрĕс Раççей - Тĕрĕслĕхшĕн" партин - 31, Пенсионерсен партийĕн - 1 мандат. Хăйсем тĕллĕн кандидата тăнă 15 çын депутат удостоверенине тивĕçнĕ. Патăрьел районĕнче вара 24 депутатран 23-шĕ (95,83 процент) "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партинчен, 1 депутат "Тĕрĕс Раççей - Тĕрĕслĕхшĕн" партинчен суйланнă.
А. ИВАНОВ
Сăмах - депутатсене
Наталия АНДРЕЕВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:
- Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ уççăн иртрĕ. Мана суйлавçăсем район шайĕнчи депутат пулма виççĕмĕш хут шанчĕç. Вĕсен шанăçне тỹрре кăларассишĕн малашне те пĕтĕм вăя парăп. Çитес çул Раççейре Педагогпа наставник, Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулни шăпах вĕрентекенсен яваплăхне татах та ỹстерме хистет те ĕнтĕ.
Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ çинчен калакан саккунне çĕнĕлĕхсем те кĕчĕç. Вĕсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Шкулта черетлĕ эрнене Раççей ялавне хăпартнинчен, гимн юрланинчен пуçлани те ачасен патриотизм туйăмне ỹстерет.
Гелсирень АБЕЙДУЛЛОВА, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:
- Сентябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра мана депутат пулма шанчĕç. Ку питĕ пысăк яваплăх. Шкулта "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кĕнĕ çĕнĕлĕхсем савăнтараççех. Ачасем яллă вырăнта хула шайлĕ условисемлĕ пĕлỹ çуртĕнче ăс пухаççĕ. Вĕрентỹ процесне ку чухнехи технологисемпе илсе пыма питех те кăмăллă. Çитĕнекен ăрăвăн аталанăвĕ пысăк. Хăш-пĕр çĕнĕ уроксем кĕртнишĕн те хĕпĕртеççĕ. "Кирли çинчен" калаçу вăхăтĕнче тĕрлĕ тема хускатма пулать.
Анатолий КАЗАЧКОВ, районти тĕп больницăри врач-стоматолог:
- Сăкăтри суйлав участокне сентябрĕн 11-мĕшĕнче суйлавçăсем пĕрин хыççăн тепри килсех тăчĕç. Ял çыннисем пурте савăк кăмăлпа, ырă шухăшпа килни савăнтарчĕ. Çемьепе, ачасемпе, мăнуксемпе сасăлава хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç. Килтен тухса çỹреймен ватăсем патне участокри комисси членĕсем вырăна кайса сасăлаттарчĕç.
Сăкăтсен пысăк хастарлăхпа суйлава хутшăнма сăлтавĕ те пур. Патăрьел районĕ 95 çул тултарнă кунхине ялта çĕнĕ врач амбулаторине уçрĕç. Хăтлă сиплев учрежденийĕшĕн ял халăхĕ тем пекех савăнчĕ. Темиçе çул каялла федераци программипе кану паркне уçни те ял инфратытăмне хăтлăлатассипех çыхăннă. Ку тĕлĕшпе малашне те çине тăрса ĕçлесшĕн.
Шухăш
Анатолий САМАКИН, районти Общество канашĕн ертỹçи:
Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн I созыври депутачĕсен суйлавĕ лăпкă лару-тăрура, уççăн, кăмăллă иртсе кайрĕ. Район территорийĕнчи обществăлла сăнавçăсен штабĕн ертỹçи пулнă май суйлав кунхине Общество палатин представителĕсемпе районти суйлав участокĕсене çитсе унти лару-тăрупа паллашрăмăр. Çынсем суйлава кăмăлтан килни, çамрăксем нумаййи пушшех савăнтарать. Шанас килет, депутатсен Пухăвĕн çĕнĕ йышĕ халăхăн пурнăçне лайăхлатассишĕн чун-чĕререн тăрăшĕ.
Авангард