Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Танкистсене чысланă

Çак çар ветеранĕсене уявпа Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков тата ыттисем те саламланă.

Обществăлла пурнăçа хастар хутшăнакансене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем панă. Патăрьелĕнчи палăк умне гирлянда хунă.

А. ИВАНОВА

 

Авангард



13 сентября 2022
10:36
Поделиться