Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ суйлавçăсем!

 2022 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче эпир сирĕнпе хамăрăн гражданла тивĕçĕмĕре пурнăçласа Чăваш Республикинчи Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн I созыври депутачĕсен суйлавне хутшăнтăмăр.

Сире хăвăрăн Конституци ирĕклĕх- не пурнăçласа суйлав участокĕсене килнĕшĕн, кандидатсемшĕн сасăланăшăн чун-чĕререн тав тăватăп. Çакă эсир район шăпишĕн, хамăрăн пĕчĕк Тăван çĕршывăн, çемьесен малашлăхĕшĕн пăшăрханнине тỹрремĕнех çирĕплетсе парать.

Территори, участокри суйлав комиссийĕсен членĕсене, сăнавçăсене, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене, сасăлав уççăн, саккунпа килĕшỹл-лĕн иртсе кайтăр тесе тăрăшнă ытти çынсене те тав сăмахне çитересшĕн.

Малашне те Патăрьел муниципалитет округĕн аталанăвĕшĕн, халăх пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанас килет.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама сунатăп. Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене телей, ырăлăх, тăнăç пурнăç пултăр!

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф СЕЛИВАНОВ

Авангард



13 сентября 2022
10:34
Публикации
Поделиться