Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юлан утçăн – юбилей

 Шăнкăртамри "Халăхсен туслăхĕ" паркĕн ипподромĕнче юртă лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăна ку хутĕнче çак ялта пурăнакан пĕрремĕш категориллĕ юлан утçă Альберт Хамбиков 50 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ.

Официаллă пая район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов хутшăннă.

 "Районта тĕрлĕ енлĕ спорт аталанать. Вăл шутра лаша спорчĕ те. Чĕлхесĕр янаварсене юратасси ашшĕсенчен ачисене куçса пырать. Çавна май ăрупа ăру çыхăнăвĕ çирĕпленет. Сывă пурнăç йĕркине хисепе хурасси малта тăрать. Эпир Красновсен, Пыркинсен, Кошкинсен, Каргинсен, Земдихановсен, Тухветулловсен тата ыттисен çемйисемпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Вĕсем лаша спортĕнче пысăк çитĕнỹсем туса района çĕршыв таранччен çĕклерĕç",- тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче.

Çавăн пекех спорт ветеранне, юбиляра, ăмăртăва йĕркелекен Альберт Хамбикова Рудольф Селиванов "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе чысланă.

Ăмăртăва Чăваш, Тутарстан Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен 17 юртă лаша хутшăннă. 8 чупу тата финал пулнă. Лăплантару чупăвĕнче Экватор (Анатолий Каргин) пĕрремĕш, Нептун (Сергей Кузьмичев) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Финалта вара Марс (Александр Пыркин) çĕнтерỹçĕ пулнă.

Мероприяти интереслĕ, кăмăллă иртнĕ. Кофеин рысака тивĕçлĕ канăва ăсатнă. Вăл вăхăтĕнче хуçине чылай савăнтарнă. Мускав, Хусан хулисен, Ульяновск облаçĕн тата ытти çĕрте ипподромсенче нумай çитĕнỹ тунă. Артистсем те уява илем кỹнĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене кубоксемпе, медальсемпе, укçан хавхалантарнă.

А. ИВАНОВА

Авангард



09 сентября 2022
13:57
Именные соренования
Поделиться