Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем кăçалхи ăмăртура та палăрнă

ИРТНĔ шăматкун Шупашкарти "Олимпийский" стадионта республикăра тухса тăракан "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн йăлана кĕнĕ эстафета тата прессăн спорт фестивалĕ иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ спорт ăмăртăвне пирĕн район та хастар хутшăннă. "Чăваш Республикинчи районсемпе хуласен администрацийĕсем" ушкăнта Патăрьел район администрацийĕ виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинчи эстафетăра та Юхмапа Пăла тăрăхне хỹтĕленĕ команда каллех пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ.

Авангард



09 сентября 2022
13:45
Хроника мероприятий
Поделиться