Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16317 гектар (92,2 процент) пухса кĕртнĕ. Тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 34 центнер тухать.

Кĕрхи культурăсене 1000 гектар ытларах акнă. "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя", "Корма" хуçалăхсенче, Ф. Чабатов, Р. Санзяпов, К. Салихов. С. Халитова фермер хуçалăхĕсенче планпа палăртнă чухлĕ пурнăçлама тăрăшаççĕ.

Çĕр улми анисенче те ĕç вĕреме пуçларĕ. Районĕпе тымар çимĕçе 15 гектар кăларнă, вăтам тухăç пĕр гектартан 250 центнерпа танлашать.

"Батыревский" пĕрлешỹ "иккĕмĕш çăкăра" 10 гектар, фермер хуçалăхĕсем 5 гектар пухса кĕртнĕ.

Авангард



06 сентября 2022
11:36
Поделиться