Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем спартакиадăра палăрнă

 ПАТĂРЬЕЛСЕМШĔН спорт каçалăкĕнче çитĕнỹсем тăвасси тĕлĕнмелле мар темелле. Ку тĕлĕшпе çамрăксем çеç мар, тивĕçлĕ канăва тухнисем те республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çак кунсенче çеç "За активное долголетие" аслă ăру ушкăнĕн хастарĕсем тĕп хуламăрти "Спартак" спорт комплексĕнче иртнĕ Чăваш Республикинчи пенсионерсен Х спартакиадине хутшăннă. Ăмăрту программипе килĕшỹллĕн вĕсем чупнă, ишнĕ, дартс вăййине хутшăннă, хутăш эстафетăра хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Ишес енĕпе Нăрваш Шăхалĕнчи Маргарита Николаева иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Авангард



06 сентября 2022
11:32
Хроника мероприятий
Поделиться