"Алло? Юнусов участковăй-и?"

РФ ШĔМĕн районсем хушшичи "Батыревский" уйрăмĕнчи полицин участокри уполномоченнăйĕ Алмаз Юнусов патне телефонпа куллен вуншар çын çакнашкал ыйтупа чăрмантарать. Унăн пĕр кунхи ĕçне хак пама йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем патне ирех çитрĕм. Сăмах май каласан, полицин аслă лейтенанчĕ Алмаз Альбертович республикăра йĕркелекен "Участковăйăн ĕçри пĕр кунĕ" акцие хутшăнать. Çавăнпа участокри çамрăк уполномоченнăйăн служба тивĕçне пурнăçлакан кунĕ мĕнле иртсе пынипе кăсăкланма сăлтавĕ те пулчĕ темелле.

А. Юнусов полици уйрăмĕнчи ирхи канашлуран тухнă хыççăнах участокри уполномоченнăйсен начальникĕ патне ĕнерхи кун пирки доклад тума васкарĕ. "Ишлĕ тата Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсенче преступленипе çыхăннă нимĕнле "хура ĕç" те пулман, çемьери харкашупа, обществăлла вырăнта хăйсене тытма пĕлменнисемпе вырăнтах ĕçе йĕркелесе янă, вĕсемпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ. "Паян ĕç коллективĕсенче пулса, граждансемпе курнăçса мошенниксем пирки, террорла пулăмсенчен асăрханмалли пирки калаçу ирттересшĕн. Графикпа килĕшỹллĕн çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнасшăн",-пĕлтерчĕ кĕскен полицин аслă лейтенетчĕ. Районти участокри уполномоченăйсен начальникĕ, полици подполковникĕ Ильдус Козлов кĕске отчета йышăннă хыççăн сотрудникăн жетонĕпе удостоверенине, çи-пуçне тĕрĕслерĕ, инструктаж ирттерчĕ, граждансемпе сăпайлă, йĕркеллĕ калаçмаллине аса илтерчĕ тата ытти те. Çав вăхăтра каллех кĕсье телефонĕ шăнкăртатса кайрĕ. "Алло? Юнусов участковăй-и?",-илтĕнсе кайрĕ сасă. Ишлĕре пурăнакан икĕ кỹршĕ тавлашуллă ыйтура тĕрĕслĕх тупайманран Алмаз Альбертовичран ирех пулăшу ыйтаççĕ иккен.

 - Кĕçех участокри пункта çитетĕп. Çак ĕç-пуç пирки сирĕн заявлени çырма тивĕ,-ăнлантарчĕ вăл. Хĕрарăмпа калаçу татăлнă хыççăнах каллех шăнкăрав. Ỹсĕр арçын каçхине çемьере шăв-шав çĕкленĕ иккен, мăшăрне кỹрентернĕ, килтен кăларса янă. Хирĕç тăру пирки кĕскен хут çине çырса пынă май ăна та çав кунхинех хăйĕнпе тĕл пулма ыйтрĕ.

"Пирĕн тĕп тĕллев - обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, çынсене хăрушсăрлăхпа, тăнăçлăхпа тивĕçтересси, граждансен ыйтăвне вăхăтра тата кирлĕ пек татса парасси, вĕсемпе калаçусем ирттересси. Пĕчĕк пăтăрмах инкекпе ан вĕçлентĕр тесен участоксенчи кашни çемьене лайăх пĕлмелле, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме тăрăшмалла",-терĕ участковăй. Тепĕр самантранах кирлĕ хутсене илсе вырăна тухса кайрĕ.

Участковăйăн ĕçĕ кашни кун çапла хĕрỹ иртет. Районти шалти ĕçсен службинче А. Юнусов тăваттăмĕш çул çеç-ха. 2019 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчен вара участокри уполномоченнăйĕн жетонне кăкăр çине çакса çỹреме тивĕçнĕ. Кĕске тапхăртах ĕçтешĕсем умĕнче чылай ырă енĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Професси ăсталăхĕ пысăк пулни, хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани, çаврăнса тухнă лару-тăрура кирлĕ пĕтĕмлетỹ, тивĕçлĕ йышăну тума пултарни ăна Ишлĕ тата Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсен территорийĕнче пурăнакансем умĕнче те хисеп çĕнсе илме пулăшнă.

Оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕнчи çитĕнỹсемшĕн ăна 2021 çулта "Районти чи лайăх участокри уполномоченнăй" хисеплĕ ятпа чысланă. Вăл пĕлтĕр хăйĕн территорийĕсенче 162 тĕрĕслев материалĕ ирттернĕ, 173 административлă протокол çырнă, "хура йĕр" çине ỹксе тăватă уголовлă ĕç пуçарнă. Иртнĕ çулах Алмаз Альбертович республикăри "Халăх участковăйĕ" конкурса хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çаксем пурте аслă пĕлỹллĕ çамрăк аслă лейтенант хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçланине çирĕплетеççĕ.

 А. ЕГОРОВА

 

Авангард



06 сентября 2022
11:37
2022 год
Поделиться