Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Маскăна тăхăнма, вакцинăпа хỹтĕленмех тивĕ..."

 ÇАПЛА çирĕппĕн пĕлтерчĕ район хаçачĕн редакцине Патăрьелĕнчи тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова коронавирус чирĕ пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пынине асăрхаттарса.

Çулталăк пуçланнăранпа районта 949 çын çак чир серепине çакланнă. Вĕсенчен 162-шĕ - 18 çул тултарман ачасем. Паянхи куна коронавирусран 60 çын сипленет. Усал амак юлашки вăхăтра хăвăртлăхпа сарăлать. Çавăнпа та Антонина Валерьевна больницăсенче, çынсем йышлă çỹрекен обществăлла вырăнсенче унчченхи пекех маска тăхăнмаллине, çак режима пăхăнмаллине, унтан хỹтĕленес тĕллевпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине, витаминлă апат çимеллине, кирлĕ пек канмаллине, гигиена йĕркине пăхăнмаллине те асăрхаттарчĕ. Чи пĕлтерĕшли вара - вакцина яртарни. Районти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн тухтăрĕ çак эмеле района çителĕклĕ кỹрсе килнине, ăна вырăнти участоксенче е Патăрьелĕнчи тĕп больницăра та тутарма май пулнине каларĕ. Сăмах май каласан, ăна чирлеменнисен те, унтан сипленнисен те кашни çур çулта пĕрре тутарса тăмалла.

Авангард



02 сентября 2022
16:11
Публикации
Поделиться