Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ФАПсем - халăх сывлăхĕшĕн

 2025 çулччен республикăра 6 çĕнĕ поликлиника, 15 врач амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 9 уйрăмне тума палăртнă. Çавăн пекех 27 медицина учрежденине тĕпрен юсамалла. Унсăр пуçне тата 88 ФАПа çĕнетмелле тата тумалла. Канаш хулинче, акă, çĕнĕ врач амбулаторийĕ, Çĕмĕрлере пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ хута каймалла.

"Земство тухтăрĕ" тата "Земство фельдшерĕ" программăсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

 Чăваш Енре 203 врачпа 71 фельдшер çакăнпа усă курчĕç те ĕнтĕ. Пирĕн районта пĕлтĕр 3 тухтăр тата пĕр фельдшер çỹлерех асăннă программăсен пулăшăвĕпе ĕçе вырнаçнă. Кăçал тата тепри шурă халатлисен ретне кĕрĕ. Яла юлас кăмăллисем татах та пур. Вĕсене валли ĕç вырăнĕсем тупăнаççех. Чăваш Енре паянхи куна партин "Сывлăхлă малашлăх" проекчĕпе килĕшỹллĕн фельдшерсен пункчĕсен çуррине ытла "Сывлăх сыхлавĕ" наци проектне тĕпе хурса çĕнетнĕ. Иртнĕ çул халиччен ФАП пулман пилĕк ялта сывлăх сыхлавĕн çурчĕсене çĕкленĕ.

"Халăха кирлĕ пулакан эмелсене фельдшерпа акушер пункчĕсенех çитерессине пăхса тухмалла. ФАПран пуçласа регионти тата федераци центрĕпе çыхăнтаракан сывлăх сыхлавĕн ку чухнехи информаци технологийĕсене, информаци системине усă курассине анлăлатмалла. Çаксене пурнăçлама Интернет çыхăнăвне тивĕçтермелле, медицина центрĕсенчи оборудованисене çĕнетмелле, интернетшăн тỹ- лев виçине медицина учрежденийĕсем валли чакармалла".

("Единая Россия" партин Халăх программинчен).

Республикăри кашни районах ял халăхне профилактика тĕрĕслевĕ витĕр кăларма куçса çỹрекен фельдшерпа акушер пункчĕсемпе тивĕçтернĕ. ФАПсене пурне те, аякра вырнаçнисене те, пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнтарнă. Çакă пациентсен электронлă карттипе ĕçлеме май панипе пĕрлех республикăри врачсемпе çыхăнма пулăшать.

2025 çул вĕçне республикăра пĕрремĕш звенори 77 объект çĕклемелле, 100 ытла поликлиника уйрăмĕсене юсамалла, 90 автомашина тата çĕршер медицина оборудованийĕ туянмалла.

Республикăра кăçал федераци программипе килĕшỹллĕн медицина реабилитацине аталантарасси ĕçе кĕме тытăннă. Вăл 2025 çулччен тăсăлмалла.

2022 çулта икĕ пысăк учреждение - Шупашкар хулинчи пĕрремĕш номерлĕ клиника больницине, унăн бази çинче стационарлă реабилитаци учрежденийĕ вырнаçнă, тата республикăри ача-пăча клиника больницине (ачасене сиплекен центр) сиплев оборудованийĕсемпе тивĕçтермелле. Раççей сывлăх сыхлав министерстви палăртнă 6 медицина организаци - республикăри кардиологи диспансерĕ, клиника онкологи диспансерĕ, П.Н.Осипов ячĕллĕ Шупашкар хулин пĕрремĕш больницине тата республикăри клиника больници те çак программăна кĕнĕ.

ШУХĂШ

Николай ТИНЮКОВ, Патăрьел район больницин тĕп врачĕ:

- "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - ялти сывлăх сыхлавне çирĕплетесси тата аталантарасси. Çав шутрах - кивĕ ФАПсем вырăнне çĕннисене тăвасси. Иртнĕ çул харăсах 5 çĕнĕ ФАП, пĕр врач амбулаторийĕ турăмăр. Кзыл Чишмари, Хирти Пикшикри, Первомайскинчи врач офисĕсене тĕпрен юсарăмăр. Халĕ районти тĕп больницăн поликлиникинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Паян Сăкăтри врач амбулаторийĕ пациентсене йышăнма тытăнчĕ. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн ырă витĕмĕ куç умĕнчех.

А ИВАНОВ

Авангард



02 сентября 2022
14:43
Публикации
Поделиться