Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветеринар - выльăх сиплевçи, уншăн ĕç - чун уççи

Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин ятарлă хушăвĕпе килĕшỹллĕн Ветеринари ĕçченĕсен кунне 2014 çулхи августăн 31-мĕшĕнче палăртма пуçланă. Професси кунне туса хуни ветеринари специалисчĕсен тата çавăн пекех эпизотие хирĕçле тата ветеринарипе санитари мероприятийĕсене пурнăçа кĕртекен ĕçченсен тỹпин пĕлтерĕшне тивĕçлĕ хаклама май парать.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче выльăхсемшĕн кăна мар, этемшĕн те хăрушă чирсем ан сарăлччăр тесе ветеринари сферинче вăй хуракансем сахал мар тăрăшаççĕ. Çакăнта район администрацийĕпе, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе килĕштерсе, ăнланса вăй хунин витĕмĕ пысăк.

Пирĕн тĕллев - профилактика ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе мĕн пур тытăмри хуçалăх выльăхĕсене чир-чĕртен сыхласси тата сиплесси.

 Районти патшалăх ветеринари службин тытăмĕнче хальхи вăхăтра 33 специалист тăрăшать, унсăр пуçне хуçалăхсенче ветеринарин 6 ĕçченĕ пур. Выльăхĕсене, пусса тирпейлекен цехсене, сĕт пухакан пунктсене районти выльăх-чĕрлĕх чирĕпе кĕрешекен станци, ветеринари виçĕ лечебници тата 9 участокĕ, пĕр лаборатори пăхса тăрать. Вĕсем аш-какай, çăмарта, сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Продукцие мĕнле упранипе тата хатĕрленипе кăсăкланаççĕ.

Коллективра чылай опыт пухнă специалистсем йышлă. Акă, К. Акимова, И. Багманов, В. Быков, Е. Зверева, И. Шамшетдинова, С. Пятаков, Х. Хамматов, Н. Трофимова, И. Иванов çак сферăра нумай çул тăрăшаççĕ. Çавăн пекех А. Демидова, Е. Шадирякова, А. Рыбкина, Т. Чумакова, Т. Семенова, С. Сидоров çамрăк специалистсене те ырăпа палăртса хăварас килет. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракан выльăх тухтăрĕсем те ăшă самаха тивĕçлĕ.

Ветеринари службинче ырми-канми тата тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн И. Тарасов, А. Сапожников, П. Исаков, О. Седойкина, Г. Галкин, Н. Чернышев, П. Ефимов, Х. Хамматов "ЧР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

 Учреждени администрацийĕ ветучастоксемпе ветлечебницăсен ĕç-хĕлне çăмăллатассишĕн, пурлăхпа техника базине пуянлатассишĕн те тимлет.

П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ

Авангард



30 августа 2022
09:00
2022 год
Поделиться