Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Велосипедистсем старта тăнă

Августăн 26-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнче çак ялта çуралса ỹснĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Пекинри çуллахи Олимп вăййисен пăхăр призерĕн, икĕ хутчен тĕнче чемпионкин Ирина Калентьеван парнисене çĕнсе илессишĕн маунтинбайкăн "кросс-кантри" дисциплинипе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн тата ытти регионсенчи спортсменсем - 100 çын ытла - старта тăнă.

Мероприятие хутшăнакансене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ректорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин тата ытти сумлă хăнасем саламланă.

Ăмăрту хĕрỹ иртнĕ. Çĕнтерỹçĕсем медальсемпе дипломсене тивĕçнĕ.

(Хамăр корр.)

 

Авангард



30 августа 2022
09:01
Хроника мероприятий
Поделиться