Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче эрех-сăра суттармаççĕ
ПĔРРЕМĕш шăнкăравччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Çуллахи каникулта сывлăхран çирĕпленнĕ, вăй-хăват пухнă шкулта вĕренекенсемпе студентсем савăнăçлă линейка хыççăн парта хушшине ларĕç. Ачасене тимлĕх уйăрнă май саккунпа килĕшỹллĕн сентябрĕн 1-мĕшĕнче суту-илỹ çурчĕсенче эрех-сăра пачах сутма чараççĕ. Йĕркене пăсакансене пуçран шăлмаççĕ, 14.16 статьян 3 пайĕпе явап тыттараççĕ.
Авангард